Укиё-э
Укиё-э ((яп. 浮世絵), улшăнуллă тĕнче ÿкерчĕкĕсем (сăнарĕсем)) — Японин илемлĕ ÿнерĕн юхăмĕ, Эдо тапхăрĕнче анлă аталану илнĕ.
Укиё сăмах тÿрĕ куçарсан «юхан тĕнче» тенине пĕлтерет, буддистсен «хурлăх тĕнчи» пĕлтерĕшĕн омофономĕ пулать, анчах урăх иероглифсемпе çырăнать. Малтанах «укиё» буддизмра «иртнĕ пурнăç тĕнчи, сулхав вырăнĕ» пĕлтерĕшлĕ пулнă, анчах Эдо тапхăрĕнче, театр Кабуки тата гейшасеме куртизан-хĕрарăмсем валли ятарлă уйăрнă хула пайĕсем пулса кайнă çемĕн, ку пĕлтерĕше çĕнĕрен пăхса тухса улăштарнă, халĕ ĕнтĕ ăна «иртсе пыран киленÿ тĕнчи, юрату тĕнчи» тесе ăнланнă.
Укиё-э меслечĕн гравюрисем — Япони ксилографин тĕп тĕсĕ. Çав ÿнер калăпăшне XVII- ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи Эдо хула этеплĕхĕнче (халĕ Токио) халăх питĕ кăмăлланă.
Укиё-э мелне япон ÿнерçи тата графикĕ Хисикава Моронобу шутласа кăларнă теççĕ.
Чи малтанах гравюрасем шурă-хура пулнă — тушьпа çех усă курнă, XVIII -ĕмĕр пуçламăшĕнчен хăшпĕр ĕçĕсене тĕслĕ сăрăпа сăрласа илемлетме тытăннă. XVIII-ĕмĕрте Судзуки Харунобу ÿнерçĕ тĕрлĕ тĕслĕ пичет мелĕ нисики-э шутласа тупнă. Укиё-э гравюрисем ăсталу хăйхаклăхĕ çÿллĕ пулман пирки хаклах пулман. Вĕсене ытларах хаклă ÿнер хайлавĕсем илме пултарайман, пуянах мар хула çыннисем валли туса хатĕрленĕ.
Укиё-э ÿкерчĕкĕсем хулари куллен пурнăçа сăнарланă. Гравюрасенче хÿхĕм гейшасене (бидзинга), мăнтăр та пысăк сумо кĕрешĕвçисене, театр кабуки (якуся-э) актёрĕсене сăнарланă. Каярах çутçанталăк сăнарĕсен гравюрсем те анлăн сарăлаççĕ.
Паллă ÿнерçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хисикава Моронобу
- Китагава Утамаро
- Каванабэ Кёсай
- Кацусика Ои
- Кацусика Хокусай
- Утагава Хиросигэ
- Утагава Кунисада
- Утагава Куниёси
- Кэйсай Эйсэн
- Судзуки Харунобу
- Тоёхара Кунитика
- Цукиока Ёситоси
- Огата Гэкко
Укиё-э тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- бидзин-га — чиперккесене сăнарлани
- якуся-э — театрăн паллă актёрĕсене сăнарлани
- сюнга («çурхи ÿкерчĕксем») — эротикăллă гравюрăсем
- катё-га — «чечексемпе кайăксем»
- фукэй-га — çутçанталăк сăнарĕсем
- муся-э — паллă самурайсене сăнарлани
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- А. Савельева. Мировое искусство. Мастера японской гравюры. — «Кристалл», 2007. — 208 с. — 10 000 экз. — ISBN 5-9603-0033-8.
- М. В. Успенский. Японская гравюра. — Санкт-Петербург: «Аврора», «Янтарный сказ», 2004. — 64 с. — («Библиотека Авроры»). — 5000 экз. — ISBN 5-7300-0699-3.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Укиё-э Викиампарта? |
- Картины ускользающего мира — укиё-э — статья Галины Щедриной на сайте Artgalery.ru
- Что такое «укиё-э»?
- "47 преданных самураев" в гравюрах Утагава Куниёси 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.