Контент патне куҫ

Димитриев Василий Димитриевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Димитриев Василий Димитриевич
Димитриев Василий Димитриевич
Ӳкерчĕк:Димитриев, Василий Димитриевич.jpg
Çуралнă вăхăт: 1924, кăрлач, 11
Çуралнă вырăн: Çĕрпӳел, Çĕрпӳ районĕ, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2013, кăрлач, 8 (88 çул)
Вилнĕ вырăн: ССРП
Патшалăх:

ССРП ССРПРаççей Федерацин ялавĕ Раççей

Ăслăх сфери: истори, палеографи
Ăсчах степенĕ: истори ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ
Чыславсемпе парнесем


Туслăх орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
-
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орден
Ӳкерчĕк:Почётный гражданин Чебоксар.png
Димитриев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Димитриев Василий Димитриевич (кăрлач, 11 1924, Çĕрпÿел ялĕ, Çĕрпÿ районĕ, Чăваш Енкăрлач, 8 2013, Раççей) — паллă чăваш ăсчахĕ, истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор[1] [2]

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче хутшăннă, Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университне вĕренсе тухнă хыççăн Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕн аспирантурине пĕтернĕ. Димитриев 20 çул хушши Чăваш чĕлхи, çыравлăхĕ тата истори ăслăх-тĕпчев институчĕн, халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертÿçи пулнă. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн профессорĕ те пулнă.

"Чӑваш энциклопедийӗ" палăртнă тăрăх, Василий Димитриев вăтам ĕмĕрсен Атăлçи тата Атăлçи халăхĕсен кун-çулĕн ертсе пыракан тĕпчевçисенчен пĕри пулнă. Унăн 1968-мĕш çулта хÿтĕленĕ тухтăр диссертаци "Феодализм тапхăрĕнчи Чăваш Ен кун-çулĕ" ятлă пулнă. Димитриев хăй умне чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнине, Атăлçи Пăлхар кун-çулĕн, пăлхар-чăвашсен Ылтăн Уртари тата Хусан ханлăхĕнчи пурнăçĕ çинчен, Раççей империйĕн чăвашсене хĕсĕрленĕ колониллĕ политики çинчен тĕпчев ыйтусене лартнă. Димитриев Раççей историографинче пĕрремĕш хут XIV-XV-мĕш ĕмĕрсенчи пăлхар çĕрĕсене çаратса тустарнине, XVI-XVIII-мĕш ĕмĕрсенче чăвашсемпе вĕсемпе кÿршĕллĕ халăхсем саралса вырнаçнине тĕпченĕ.

Василий Димитриев — 300 -е çити ăслăх ĕçĕсен авторĕ тата вĕсен шутĕнче 19 монографи. ("История Чувашии XVIII века", "Чувашские исторические предания", "Чуваши: Этническая история и традиционная культура" тата ытти те). Вăл Никита Бичурин, Спиридон Михайлов, Николай Никольский пек чăваш ĕçченĕсем çинчен тĕпчев ĕçĕсепе çутта кăларса ăслăх таврашне чылай истори çăлкуçĕсем хушрĕ.

Тĕпчев ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • В. Д. Димитриев, "Откуда мы родом" статья, "Чăваш Ен" хаçат, 1991
  • Димитриев В.Д. Чебоксары: Очерки истории города конца 13–17 вв. Чебоксары, 2003. 184 с.
  • Димитриев В.Д. Чувашские материнские селения Свияжского, Кокшайского, Чебоксарского, Козьмодемьянского, Цивильского, Ядринского, Курмышскошо и Симбирского уездов первой половины XVIII века: Справочник. Чебоксары, 2006
  • Димитриев Василий Димитриевич: учёный, педагог, общественный деятель, гражданин: сборник статей / сост. Г.А. Николаев; отв. ред. И.И. Бойко. Чебоксары: ЧГИГН, 2013. 252 с.
  • Служение истории : сб. науч. ст / Чуваш. гос. ун-т им. И.Н. Ульянова. – Чебоксары : Изд-во ЧГУ. – Вып. 1. – 2005. - 311 с. ; Вып. 2 :. - 2008. - 315 с.
  • Фроянов, И. Я. Историк, исследователь, ученый В. Д. Димитриев / И. Я. Фроянов, Ю. П. Смирнов. – Чебоксары : Изд-во Чуваш. гос. ун-та, 1994. – 68 с.
  • Багадерова, В. «Ҫутӑ сӑнарӗ асӑмӑртах...» / В. Багадерова // Хыпар. – 2013. – 13 нарӑс. – С. 4.
  • Тенюшев, И. Çĕнĕ кăларăм пуян та капăр / И. Тенюшев // Тăван Атăл. – 2005. – № 2. – С. 65-67.
  • Халӑхран тухнӑ ӑсчах // Хыпар. – 2013. – 28 нарӑс. – Прил.: с. 1-16. – («Хыпар» кӗнеки ; № 1).
  • Айплатов, Г. Н. Археографическая деятельность профессора В. Д. Димитриева / Г. Н. Айплатов // Марийский археогр. вестн. – 2009. – № 9. – С. 203-207.
  • Бойко, И. И. Димитриев Василий Димитриевич : (к 85-летию со дня рождения) / И. И. Бойко, С. М. Каштанов // Чуваш. гуманит. вестн. : археология, искусствоведение, история, правоведение, социол., филология, экономика, этнология. – 2009. – № 4. – С. 194-201.
  • Димитриев Василий Димитриевич : [некролог] // Совет. Чувашия. – 2013. – 10 янв. – С. 15 : портр.
  • Иванова, В. Виват, Чебоксары, виват! : страницы 60-летней масштабной «Чебоксариады» историка В. Димитриева / В. Иванова ; фот. М. Дмитриева // Совет. Чувашия. – 2012. – 21 марта. – С. 2.
  • Каховский, В. Ф. Академик В. Д. Димитриев – историк, организатор науки и педагог / В. Ф. Каховский, Ю. П. Смирнов // Исследователи чувашской культуры и истории. – Уфа, 1998. – С. 5-20.
  • Смирнов, А. Вся жизнь – служение науке / А. Смирнов // Чувашия сегодня. – 2004. – 30 янв. – С. 4.
  • Смирнов, Ю. П. Видный историк-медиевист / Ю. П. Смирнов // Халăх шкулĕ = Нар. шк. – 2000. – № 4. – С. 133-137.
  • Смирнов, Ю. П. Выдающаяся фигура среди историков Среднего Поволжья / Ю. П. Смирнов // Ученые. – Чебоксары, 2006. – С. 130-144. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 4).
  • Тенюшев, И. Я. Мина упала в нескольких метрах… / И. Тенюшев // Ульяновец. – 2005. – 5 мая. – С. 4-5.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]