Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вячеслав Шорников: Кури Чу юханшыв

Вячеслав Шорников09.12.2020 02:275944 хут пӑхнӑ

Ҫакӑн ятлӑ юханшыв тӗнчери хӑш кӗтесре юхни пирки, пӗлсех калатӑп, сирӗнтен нихӑшӗ те пӗлмест. Хам та, чӑннипе паянччен пӗлмен. Анчах, пирӗн телее, хальхи вӑхӑтра ҫулҫӳреве тухас тесен пысӑк укҫа пухма кирлӗ мар — Google карттине уҫмалла та тӗнчери пӗр-пӗр кӗтесе пусмалла. Вара хӑвӑрт кӑна чылай вырӑна лекме, унти тӗлӗнтермӗшсемпе паллашма пулать.

Хальхинче те эпӗ ҫавнашкалах турӑм. Бутанри пӗр кӗтесе пусрӑм та инҫетри сӑртлӑ-туллӑ вырӑна лекрӗм. Кӑсӑкли, тӗлӗнтерекенни вара кунта сахал мар. Атьӑр, кӑштах ҫак инҫетри ҫӗршыв тӑрӑх, Кури Чу ятлӑ юханшыв хӗррипе ҫӳресе пӑхар.

Бутан — буддистсен ҫӗршывӗ, сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ. Тӗп хули — Тхимпху. Патшалӑха Джигме Кхесар Намгьял Вангчук ятлӑ патша ертсе пырать. Сӑмах май, патша пуҫлӑх пулнине вӗсен конституцийӗнче ҫирӗплетнӗ.

Тхимпху ҫӗршывӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ, пире ӑнсӑртран лекнӗ юханшыв вара патшалӑхӑн тухӑҫ енӗнче юхать — Китайри Лходжар урлӑ, Бутанри Лхунци, Монгран хӗррипе иртсе Дангма Чу юханшыва юхса кӗрет. Сӑмах май, «чу» тени, ахӑртнех, вырӑнти чӗлхере юханшыва пӗлтерет пулас — кашни ят ҫумӗнче тенӗ пекех вӑл пур.

Буддистла патшалӑх пулнӑранах ӗнтӗ кашни утӑмрах кунта тӗн ҫурчӗсем — храмсем, ступасем. Хамӑр ҫулҫӳреве те шӑп та лӑп ҫавнашкал пӗр вырӑнта — пӗр ырхан лашапа тиха патӗнче пуҫлатпӑр. Йӗри-тавра пӗр купа тӗрлӗ тӗслӗ ялав вырнаҫтарса тухнӑ — пирӗн патра унашкал, ҫав териех йышлах мар пулин те, уяв вӑхӑтӗнче лартса тухаҫҫӗ.

Юханшыв хӗррипе йӗрленӗ май сӑрт ҫинче Аутшо Намдроллинг Гойнзин Дратшанг (Autsho Namdlolling Goinzin Dratshang) ятлӑ мӑнастире асӑрхарӑм — унта та кайса пӑхасах терӗм. Паллах, тӗрлӗ тӗслӗ ялавсем йӗри-тавра ҫакса тултарнисӗр пуҫне, вырӑнти стильпе тунӑ хапхасӑр пуҫне хама валли темех интересли курмарӑм.

Юханшывпа малалла хӑпарнӑ май вырӑнти тиев машинисене сӑнама пулать — вӗсене те тӗрлӗ тӗспе илемлетсе пӗтернӗ. Сӑнӑр — ҫулсем пур вырӑнта та асфальтран. Ҫакнашкал таҫти шӑтӑкри ҫул пулсан та.

Ку вырӑнта вара ту ҫинчен юхса анакан шыв урлӑ питӗ кӑсӑклӑ кӗпер хатӗрленӗ: ахӑртнех пӑрӑх хурсан вӑл хӑш-пӗр чухне вӑйлӑн юхса анакан шыв калӑпӑшне хӑй урлӑ ирттерсе ямӗ тенӗ ӗнтӗ, е шывпа анакан чулсемпе хупланса ларӗ тенӗ, ҫавна май шыва ҫул урлах юхмалла тунӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫусан та ҫула пӑсмӗ, эпир вара илемлӗ шывсикки курма пултаратпӑр.

Ҫул малалла, Монгран еннелле хӑпарать. Ак пирӗн умра вырӑнти хӑна ҫурчӗ. Google картти пире вӑл «Хвауль курорчӗ» (Phayul Resort) ятлӑ иккенне пӗлтерет.

Ак пирӗн ума вырӑнти суту-илӳ центрӗ тухса тӑрать. «Чоки Вангмо» ятлӑ тет вӑл. Шел, шала кӗрсе курма май ҫук...

Юнашарах ахаль ял лавкки пулас — унта вырӑнта туса илекен ҫимӗҫпе суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Хӑй лавккине йывӑҫран тунӑ, тӑррине шӑвӑҫпа витнӗ. Чи кӑсӑкли ман шутпа — шӑвӑҫ листисене епле витни. Саморез таврашӗпе аппаланса тӑман, чул хунӑ та йывӑр хӑмасемпе хӗстернӗ. Те вӑйлӑ ҫил ҫук вӗсен, те ҫилӗ ҫавах вистесе кайӗ тесе ытлашши аппалансах тӑман.

Ку ял вырӑнӗ Аутшо ятлӑ пулас. Кунта вӗсем вӑтам шкул та пур. Шел, Google машини, ҫак вырӑна ӳкерсе пыраканскер, ун патне кайман. Ҫавна май Бутанри ачасем мӗнле шкулсенче вӗреннине курма ҫук. Ну, ку ялта, тейӗпӗр. Тен ытти вырӑнсенче курма май пулӗ.

Сӑмах май, ҫулӗ кунта хӗсӗк пулин те, икӗ йӑрӑмлӑ.

Ҫулӗсем сарлака мар ӗнтӗ, анчах та машинӗсем те вӗсен ансӑррискерсем. Асӑрхӑр, сылтӑм енче кабель выртать. Ҫул тӑршшӗпех тӑсӑлать вӑл. Никамӑн та цветмета кайса парас шухӑш ҫук. Чӑннипе ухмах пуҫра кӑна унашкалли ҫуралма пултарать пуль — унпа ахӑртнех вӗсен патне е тӗнче тетелӗпе ҫыхӑну килет, е электричество. Хӑйсен патне пыракан кабеле мӗнле ухмах татса касӗ? Тепӗр енчен, ман шутпа, вӗсем ытти ҫынсене шар кӑтартас мар тесе ӗнтӗ ҫавнашкал ӑссӑр хӑтланмаҫҫӗ.

Ав, еплерех кӗрлесе анать ту тӑрринчен Кури Чу шывӗ. Вӑл вырӑнта чӑннипе пулнӑ пулсан тата та хӑватлӑрах туйӑннӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, анчах сӑнӳкерчӗк те аванах ҫакна кӑтартса парать. Сӑмах май, ҫӳлте ахаль электричество пралукӗсене курма пулать. Лешӗ, ахӑртнех, ҫухӑну кабелӗ пулнӑ пуль.

Ку вара, ахӑртнех, ҫухрӑмсене кӑтартакан паллӑ. Пирӗн юпасемпе палӑртса тухнӑ пулсан — вӗсем чултан хатӗрленӗ. Ҫул тӑршшӗпех вӗсем тӗл пулаҫҫӗ.

Ҫул мӗнле авкаланса пынине кунта курма пулать. Вӑл малтанхи пекех Кури Чу ҫумӗпе ҫӳле хӑпарать.

Сӑрт хӗррине мӗнле майпа бетонлани кӑсӑклӑ. Ҫавӑн пекех шыв юхма та канав туса хӑварнӑ. Эх... Пирӗннисене ыйтсан — вӑл канава чавса тухма ытла хакла ларӗ, укҫа ҫук теҫҫӗ... Кунта вара ахаль ҫул пулсан та тунӑ.

Танхмачу кӗперӗ патне ҫитрӗмӗр. Кунта ҫул юханшывӑн тепӗр ҫыранӗ енне каҫать те малалла ҫавӑн пекех тӑвалла хӑпарать.

«Пема Уйпар» ятлӑ буддистсен храмӗ тесе кӑтартнӑ та, ҫул тӑрӑх кайса пӑхрӑм, анчах хӑшӗ вӗсенчен ҫав храм калама йывӑр. Те ҫав малти шурӑ тӗслӗ шалчасен йышӗ, те ак ҫак ҫурт...

Тусем ҫинчен юхса анакан шыва питӗ кӑсӑклӑ илемлетнӗ. Валаксем тунӑ. Ав, пӗр водителӗ хӑйӗн машинне ҫӑвать пулас. Унтах вӑкӑрӗ ҫӳрет. Ҫулӗ чӑн та питӗ кӑсӑклӑ. Кашни вырӑнта чарӑна-чарӑна эп Монграна ҫитейӗп-ши?

Акӑ вырӑнти заправка. Юнашар вырнаҫтарнӑ хӑма ҫинче ҫырнине вулас пулсан, Бутан Ойл Корпорейшнӑн (вырӑнти «Роснефть» йышши компани) пулас. Дизель топливи те пур, бензинӗ те. Чулсенчен ҫавракалатса тунӑ япаласем кӑсӑклӑ. Ав, пӗри унта темскер аппаланать.

Кунта ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Лере, инҫетре — шкул ачисем. Вӗсен ятарлӑ тӗттӗм-хӗрлӗ тум пулас.

Хӑй Монгранӗ, иккен, ҫӳлте, сӑртра ларать. Юханшыв хӗрринче мар. Сӑн ҫинче эсир вырӑнти пульницӑна курма пултаратӑр.

Буддистсен ступисем хуласенче уйрӑмах нумай. Википеди ӑнлантарнӑ тӑрӑх вӗсене пӗр-пӗр пулӑма халалласа лартаҫҫӗ. Шалта — хӑвӑлсӑр. Пӑхатӑн та ҫакӑн ҫине... Пирӗн православи пупӗсем хӗрессем ытла нумай лартаҫҫӗ тенине пач урӑхла куратӑн. Пирӗн ҫав хӗрессене сахал мар вырнаҫтараҫҫӗ пулин те вӗсем кашни утӑмрах мар-ха...

Акӑ тата тепӗр хӑйне майлӑ палӑк. Те хӳме, те тӗн сооруженийӗ. Айӑккисенче табличкӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫирӗпех тытӑнса тӑмасть...

Буддистсен храмне илсе каякан тепӗр ҫул. Вӑл ав, ҫӳлте вырнаҫнӑ. Малта вырнаҫнӑ хапхи кӑсӑклӑ. Храмӗ хӗрринче тата, ав, шурӑ ялавсем тӑраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине шерте пек кӑна курма пулать (унччен маларах курнисем те ҫав евӗрлӗ пулнӑ ӗнтӗ).

Монгранри тӗп урамӗсенчен пӗри. Авӑ банк ҫурчӗ (Бутанӑн наци банкӗ), юнашаррисем — лавккасем. Унтах ҫунӑ кӗпе-йӗме типӗтеҫҫӗ.

Монгранри тепӗр вырӑн. Кунта ҫуран ҫӳренсем валли уйӑрнӑ каҫӑсем те пур.

Эрешленӗ хапха. Мӗне валли тунине пӗлместӗп. Тахҫанхиех пулас. Каярах, ав, айӑккинчен тата ҫул хушнӑ.

Пӗтӗмлетсе мӗн калама пулать? Лаптӑкӗпе илсен Монгран пӗр-пӗр Кӳкеҫ пысӑкӑш хула. Йышӗпе пӗчӗкрех пуль ӗнтӗ. Анчах та центр шутланать. Кунта шкул пур, пульница, пӗр 3-4 банк, хӑна ҫурчӗсем. Лавккасен йышне шутласа тухма та йывӑр. Ҫавӑн пекех храмсем сахал мар. Сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑран пирӗншӗн кунти тавралӑх питӗ кӑсӑклӑ. Вырӑнти халӑхшӑн вара, паллах, куллен тӗл пулакан сӑнсем ҫеҫ. Эпир вӗсен тӑвӗсенчен тӗлӗнетпӗр пулсан, вӗсем ахӑртнех, пирӗн ҫырмасене, пӗвесене, кӳлӗсемпе вӑрмансене курсан кӑсӑкланнӑ пулӗччӗҫ. Урнӑсем курӑнмарӗҫ пулин те тавралӑх таса, ҫӳп-ҫап йӑваланса выртмасть.

Ку ҫулҫӳрев сирӗншӗн кӑсӑклӑ пулчӗ пуль тесе шутлатӑп. Тепрехинче тепӗр вырӑна ҫитсе курӑпӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

ЛЕШКУКША // 2578.29.1496
2020.12.09 15:38
Питĕ аван. Пĕрре-пĕрре Чăваша та çапла кăтартăн-ха. Ан ÿркен!
Евразиец // 1977.69.9930
2020.12.09 20:02
Дайте пожалуйста русский вариант статьи... Не надо писать для Агабазара только. Не хочется впустую много времени тратить.
2020.12.09 21:17
Аçтахар Плотников
Яндекс.Переводчик вам в помощь. Можете нашим переводчиком воспользоваться: http://ru.translate.chv.su/ (но он пока в альфа-версии).
Галина Зотова // 2507.19.2764
2021.03.05 07:58
Вячеслав Шорниковӑн фоторепортажӗсене пурне те пӑхса тухрӑм. Тав сӑмахӗ каласшӑн ӳркенмен ӑстана. Пит интереслӗ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем