Ян Сибелиус
Ян Сибелиус (финн. Jean Sibelius) — финн кĕвĕçи. 1865 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Финляндири Хяменлиннта çуралнă. 1957 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ярвенпяя хулинче вилнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кристиан Густав Сибелиуспа Мария Шарлотта Борг кил-йышĕнче вăл вăтам ачи пулнă. Çемье шведла пурăннă пулсан та Яна финнсен вăтам шкулне вĕренме янă. 1885 çулта вăл Хельсинкинчи Импери университетне пĕлӳ пухма кĕнĕ. Анчах та юрист пуласси ăна килĕшмен пирки вăл часах ку университета Музика институчĕ çине улăштарнă. Институтра вара Мартин Вегелиусăн чи лайăх вĕренекенĕ пулса тăнă. 1889 çулта ăна патшалăх шучĕпе Берлина, А. Беккер патне вĕренме янă. Малаллахи çулсенче вăл Венăра К.Гольдмаркпа Р.Фукс урокĕсене итленĕ.
Финляндине таврăннă хыççăн ăна кĕвĕçĕсем шутне кĕртнĕ. Вăл килнĕ вăхăтра çĕршывра наци юхăмĕ çĕкленме пуçланă май ăна тӳрех халăх шанчăкĕ теме пуçланă. Часах вăл Айно Ярнефельтăна качча илнĕ, унăн ашшĕ наци юхăмĕн ертӳçи, генерал-кĕпернаттăр пулнă.
Хисепĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурăннă çулĕсенчех ун ячĕпе тĕрлĕ парсен, урамсен ячĕсене панă. 1939 çулта музика институчĕ ун ятне илнĕ.