Эквадор
Эквадо́р (исп. Ecuador), официаллă ячĕ Респу́блика Эквадо́р (исп. República del Ecuador) — Кăнтăр Америкăн çурçĕр-анăçĕнчи патшалăх. Испанла экватор сăмаха пĕлтерет.
Анăç енче Эквадор çыранне Лăпкă океан хумĕсем çапаççĕ, çурçĕрте çĕршыв Колумбипе, тухăçра тата кăнтăрта — Перупа чикĕ тытать. Эквадор шутнет Галапагос утравĕсем кĕреççĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Климачĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Испани колонизацилес умĕн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паянхи Эквадор территоринче тахçан авалах тĕрлĕ индей йăхĕсем — кара, киту, тумбе, каньяри тата урăххисем пулнă. Вĕсем сунар, пулă тытас тата çĕр ĕçĕпе пурăннă.
1-мĕш пинçуллăхăн вĕçĕнче тинĕс хĕрринче пурăннă кара индей йăхĕсем, туçи районĕсене вăрçăпа кĕрсе каяççĕ, вырăнти халăха — киту индей тата ытти йăхсене пăхăнтарса (пайĕпе вĕлерсе пĕтерсе, пайĕпе вĕсемпе хутшăнса кайса), патшалăх йĕркелеççĕ, ăна латин американ литературинче «Киту патшалăхĕ» тесе палăртаççĕ. Майĕпен вăл тухăç деспоти тĕсĕллĕ патшалăх пулса тăрать.
XV ĕмĕрте (1460 çул тĕлнелле) «Киту патшалăхне» инкăсен Тауантинсуйу патшалăхĕ çĕнтерсе илет (кĕрешĕвĕ 15 çула яхăн пырать). Инкă патшалăхĕн нумайрахăш халăхĕ (инкăсем — тăрăнлă каста) кечуа индей йăхĕ пулнă. Çапла вара кечуа чĕлхи хальхи Эквадор территоринче чи саралнă чĕлхе пулса тăрать.
Испани колонизацилени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эквадора Испани валли Франсиско Писарропа Бартоломе Руис (1526 çулта — пĕрремĕш десанчĕ) тата Себастьян де Белалькасар (1531 çулта Эквадор территорине пăхăнтарать) юнташĕсемпе ярса илеççĕ. Вĕсем авалхи индейсем пурăннă вырăнта Сан-Франсиско-де-Кито хула никĕсленĕ. 1529 çулта Писарро Çĕнĕ Кастили çĕрĕн (хальхи Перупа Эквадор территорин) генерал-капитанĕ ĕç вырăнне тупăçать, 1539 çулта хăйĕн Гонсало пиччĕшне Кито тăрăмĕ туса лартать.
Территорие çĕнтерсе илсен, ылтăнпа кĕмĕлĕн çĕр айĕнчи пысăк управĕсене тупаймасăр, испансем çĕршывра плантацисем йĕркеленĕ, кунта индейсене тата Африкăран турттарса килнĕ чура-негрсене тар юхтарса ĕçлеттернĕ. Сăрт-ту çĕрĕсенче сурăх кĕтĕвĕсене ĕрчетнĕ.
Пăхăнманлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XIX ĕмĕрĕ Эквадоршăн, çаплах пĕтĕм Латин Америкишĕн наци-ирĕклĕх вăрçисемпе революцисемпе тулать. Пĕр революцийĕ Китора 1809 çулхи çурлара, тепри — 1810 çулхи юпара чĕрĕлет. Наци юхăмĕ 1822 çулта, Колумби çарĕсем испансене çапса çĕмĕрсен, çĕнтерет. Эквадора вара Симон Боливар ярса илет.
1822—1830 çулсенче — Эквадор Аслă Колумби йышĕнче.
XIX ĕмĕр тăршшипех тата XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çулĕсенче Эквадорта икĕ парти — консерваторсемпе либералсем — хуçаланаççĕ.
XIX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа Эквадор шăпине европа патшалăхĕсем уçса пыраççĕ. 1845 çулта Британи хистенипе Эквадорта чуралăха пăрахăçлас йĕрке рурнăçа кĕрет. 1860-мĕш çулсенче эквадор президенчĕ (тĕрĕссипе — диктатор) Морено Франципе протекторат йышăнас ыйтупа çырусем çӳретнĕ.
XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче Эквадора хастар ютçĕр инвестицисем çитеççĕ — британсем нефть шырама пикенеççĕ, американсем вара — какаопа кофе плантацисене касса тухаççĕ, чукун çулсене хывма тытăнаççĕ.
Эквадор 20-мĕш ĕмĕрте
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1923 çултанпа Эквадорта промăçлă нефте тупăçлаççĕ.
Сав вăхăтрах (1920-мĕш çулсенчен пуçласа) Эквадорта радикал йĕркеленӳлĕхĕсем — социалистсен, анархистсен, коммунистсен — сиксе тухаççĕ. 1925-28 çулсенче вĕсем Эквадорта темиçе хутчен хĕçпăшалпа çĕкленеççĕ, вĕсене йĕркене тытса тăракансем путараççĕ.
1941 çулта — Эквадорпа Перу Амазонкăн тури юхăмĕнчи территоришĕн вăрçса каяççĕ. Перу хĕçпăшаллă вăйĕсем хăватлăрах пулнипе çак 280 пин км² яхăн тавлашу çĕрсене (лаптăкĕпе хальхи Эквадор территории пекех) ярса илет.
- 1972 — Родригес Лара çар пăтăрмахĕпе çĕнтерет.
- 1984—1988 президент Фебрес Кордеро тапхăрĕ (1931 çулхи пуш, 9 — 2008 çулхи раштав, 15), унăн сылтăм центр правительстви Эквадор кун-çулĕнче чи хĕстерӳлли пулать. 1987 çулта Кордеро правительствăна коррупципе экстрмизмпа айăпланă Франк Варгас Паззос генералăн пăлхавне пусарать. Пăлхава пĕтернĕ хыççăн хаяр хĕстерӳ тапхăрĕ пуçланса каять, оппозицин нумай çыннине аресленĕ, асаплантарнă, пĕр хыпарсăр пĕтернĕ.
- 1997 çулта парламент Абдала Букарам (Abdala Bucaram) президента «çĕршыва ăс-тăн çухатнипе ертсе пыма пултарайманнишĕн» влаçран уйăрать.
- 2000 çулхи кăрлач, 9 Хамиль Мауад (Jamil Mahuad) президент администрацийĕ экономика лакăмĕнчен тухас тесе американ долларне официаллă валюта шайне кĕртесшĕн тапăçнă. Çакна пула темиçе пин эквадор индейĕсем коррупципе президентăн экономика политикине хирĕç тухаççĕ.
- 2007 çулхи кăрлач, 9 Rafael Correa
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Энергетика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Электрохăватăн 45 % ТЭС, ыттине ГЭС мелĕпе тупăçлаççĕ, çапах та Эквадорăн пĕтĕм шыв хăвачĕпе усă курмаççĕ — Анд тăвĕсен шыв янттине ĕçе кĕртмен.
Хĕçпăшаллă вăйсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ — 13,9 млн (Утă, 2008 хаклавĕ).
Этеплĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]68 % пурăнакан Рим-Католици чиркĕвĕ епархи çыннисем.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эквадор Викиампарта? |
- Эквадор DMOZ-ра
- Эквадор çинчен вырăс чĕлхиллĕ хорум 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Эквадора халалланă сайт
- Galapagos geography
- Эквадор картти(ĕçлемен каçă)
- Эквадор фотографисем 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Галапагос утравĕсем 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- ТТУ-н фактсен Кĕнекинче Эквадор пирки хыпарсем. 2007 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Леон Фебрес Кордеро, Эквадор -экс-президенчĕ (исп.)
Кăнтăр Америкăри патшалăхсем |
|
---|---|