Контент патне куҫ

Чул кайăкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чул кайăкĕ
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Oenanthe oenanthe

Чул кайăкĕ (лат. Oenanthe oenanthe) , е ахаль чул кайӑкӗ - çерçи пысăкăш кайăк. Çăмартисем (4-7) шупка кăвак тĕслĕ. Çăмартисене ку кайăксем чул хушшинчи шăтăксенче, карьерсенче, чул стенасен шăтăкĕсенче тата ытти çавăн йышши вырăнсенче тăвать. Хăш чухне йăва валли шăтăк чавать. Нăрăсемпе, шăнасемпе, лĕпĕшсемпе, ăмансемпе тата ытти хурт-кăпашанкăпа тăранса пурăнать, кĕркунне çырла çиме пултарать. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килет, юпа уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ. Чăвашра вĕсем нумаях мар.