Контент патне куҫ

Капăн речĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Капăн речĕ — хисепĕн çывхартнă виçине (пысăкăшне) палăртать, унăн тулли хисеп таран çывхартнă вуннăлла логарифмĕпе палăрăнать. Сăмахран, 1500  хисепĕн речĕ — 3, мĕншĕн тесен 1500 хисепе ак çапла çырма пулать: 1,5·103.

Тĕрлĕ ретри хисепсемпе кăтартакан пысăкăшлă объектсем

Çапла вара, хисепсен (капсен) речĕсем еплерех пулни логарифмсен шкалинчен те курăнать [1]. Тĕрлĕ ретри хисепсене, сăмахран, пинсен капашне кăтартнă чухне асăрхатăн.

Икĕ хисепĕн речĕсем пĕр пек, енчен те пысăкраххине теприн çине пайласан вуннăран пĕчĕкрех хисеп пулать. Сăмахран, 23 тата 82 хисепсен речĕсем тан, анчах та 23 тата 820  хисепсен — апла мар.Джон Басс

Çапла калама пулать: кап речĕ — асăннă хисепе палăртма кирлĕ вуннăн капашĕ[2]. хисепĕн ретне курас тесен, ăна ак çапла хурăмпа çырмалла:

().

Çапла вара, кунта хисепĕн ретни кăтартать. Йĕрке плюслă тулли хисеп, минуслă тулли хисеп тата нуль пулма пултарать. Кăна пĕтĕмпех аяларахри таблица кăтартать:

Хисеп Формат Кап речĕ
0.325 3.25 × 10–1 –1
0.5 5 × 10–1 –1
5 5 × 100 0
7 7 × 100 0
44 4.4 × 101 1
1000 1.0 × 103 3
1400 1.4 × 103 3

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Brians, Paus Orders of Magnitude. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2013.
  2. ^ Order of Magnitude. — «Physicists and engineers use the phrase "order of magnitude" to refer to the smallest power of ten needed to represent a quantity.»  Тĕрĕсленĕ 3 Кӑрлач уйӑхӗн 2017.