Гомологилле рет
Курӑнакан калӑплав
Гомологилле рет (ав.гр. ὅμοιος «евĕрлĕ, пек» + λογος «сăмах, саккун») — тытăм енчен пĕр евĕрлĕ химилле пĕрлешÿсен речĕ (сăмахран, алкансем е алифатилле спиртсем — çу ретĕнчи спиртсем), вĕсем пĕр-пĕринчен, черетленсе, гомологилле расналăх текен структурăлла пĕрчĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пĕр-пĕр гомологилле ретри япалалăхсене кĕскен гомо́логи теççĕ.
Чи ансат гомологилле рет — алкансем (пĕтĕмĕшле формула СnH2n+2): метан CH4, этан C2H6, пропан С3H8 тата ытти те; вĕсен гомологилле расналăхĕ метиленла сыпăк пулса тăрать —СН2—.
Çăлкуçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мала гірнича енциклопедія : у 3 т. / за ред. В. С. Білецького. — Д. : Донбас, 2004. — Т. 1 : А — К. — 640 с. — ISBN 966-7804-14-3.
- Глосарій термінів з хімії // Й. Опейда, О. Швайка. Ін-т фізико-органічної хімії та вуглехімії ім. Л. М. Литвиненка НАН України, Донецький національний університет. — Донецьк: Вебер, 2008. — 758 с. — ISBN 978-966-335-206-0