Гаплоушкăн
Гапло-ушкăн (этемĕн генетикинче, этемлĕхĕн генетика кун-çулне тĕпчекен ăслăхĕнче) — пĕр евĕрлĕ гаплотĕссен ушкăнĕ, вăлах аллельсен ĕречĕ пулать. «Гаплоушкăн» терминпа Y-хромосомлă (Y-ДНК), митохондриллĕ (мтДНК) гаплоушкăнсене тата ГКГ- гаплоушкăнсене тĕпчекен генетика генеалогинче усă кураççĕ. Y-ДНК ашшĕн тӳрĕ йĕрĕ, мтДНК амăшĕн тӳрĕ йĕрĕ (хĕрĕ, амăшĕ, кукамăшĕ, ват кукамăшĕ тата малалла) шутланать.
Гаплоушкăнсен генетики
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паянкунхи гаплоушкăнсене туса хунă мутаци çутçанталăк суйлавĕнчен сахал килет, теме пулать. Кашни маркерăн мутаци хăвăртлăхĕсĕр пуçне, популяцинчи гаплотĕссен пропорци улшăнăвĕн тĕп сăлтавĕ пур, ку— генетика дрейфĕ, çак маркера панă ар е ама шутĕнчен килекен флуктуацисем. Çакна пула çак маркерăн пропорцийĕ майĕпен 100 % çити, е 0 % çити улшăнм пултарать. Пысăк популяцинче анлă саралнă аллельсен генетика дрейфĕ çав тери пĕчĕк, пĕчĕк популяцинче вара (унта çывăх тăванлă çынсем çĕнĕ чуна тĕвĕлеççĕ), аллельсен пропорцийĕ хăвăрт улшăнса пырать. Çапла ĕнтĕ, гаплоушкăнсен курăмлă географи уйрăмлăхне кĕленче пырĕн эффекчĕ тата/е никĕслевçĕн эффекчĕ тытса пырать, хыççăн вара популяци уйрăм ушкăнсене пайланать е çын йышĕ чылай ӳсет. Анчахрахри популяцисенче малтанхи популяцири пур аллельсене те тупма пулмасть: генетика дрейфне пула популяцирен хăш пĕр аллельсем тухса ӳкеççĕ. Гаплотĕсе палартнă чухнехи ĕç хакĕ тĕслĕхсен шутĕнчен килет, çавăнпа та чăнлăхăн статистика йăнăшĕ пур.
Классификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăслăх уçлăхĕнче гапло-ушкăнсен классификацин çирĕплетнĕ номенклатури пур.
Y-ДНК гаплоушкăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Y-ДНК гапло-ушкăнсен йывăçĕ çакăн евĕр:
Этемĕн Y-ДНК гаплоушкăнĕсен йывăçĕ (Халăхсен Y-ДНК гаплоушкăнĕсем) | ||||||||||||||||||||||||
Y-хромосомлă Адам | ||||||||||||||||||||||||
| | ||||||||||||||||||||||||
A | BT | |||||||||||||||||||||||
B | CT | |||||||||||||||||||||||
DE | CF | |||||||||||||||||||||||
D | E | C | F | |||||||||||||||||||||
G | H | IJK | ||||||||||||||||||||||
IJ | K | |||||||||||||||||||||||
I | J | L | M | NOP | S | T | ||||||||||||||||||
I1 | I2 | J1 | J2 | NO | P | |||||||||||||||||||
N | O | Q | R | |||||||||||||||||||||
R1 | R2 | |||||||||||||||||||||||
R1a | R1b | |||||||||||||||||||||||
2002 çулта генетиксен этем пĕрлĕхĕ (Y Chromosome Consortium Y-хромосомăн йĕрĕсен пĕрлĕ классификаципе номенклатурине хатĕрленĕ. Хромосомăри 18 тĕп мутаци кластерне (A— R) палăртнă. Çак кластерсем гаплоушкăнсене пайланаççĕ, вĕсене цифрăсемпе сасă паллисемпе уйăраççĕ.
2002 çулчен гаплоушкăнсене çăмăлтарах номерсемпе кăтартнă: НG1, HG2 т. ыт. те. Таблицăпа кивелнĕ палăртусене хальхи номенклатурăна куçарма пулать.
Кивелнисем | HG1 | HG2 | HG3 | HG8 | HG9 | HG12 | HG16 | HG21 |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
YCC | R1b | I | R1a | E3a | J | K | N3 | E3b |
мтДНК гаплоушкăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Митохондриллĕ Ева | ||||||||||||||||||||||||||
| | ||||||||||||||||||||||||||
L0 | L1 | L2 | L3 | L4 | L5 | L6 | L7 | |||||||||||||||||||
| | ||||||||||||||||||||||||||
M | N | |||||||||||||||||||||||||
| | | | |||||||||||||||||||||||||
CZ | D | E | G | Q | R | A | S | X | Y | N1 | N2 | |||||||||||||||
| | | | | | | | |||||||||||||||||||||||
C | Z | B | F | R0 | pre-JT | P | UK | I | N1a | W | ||||||||||||||||
| | | | | | ||||||||||||||||||||||||
HV | JT | U | K | |||||||||||||||||||||||
| | | | |||||||||||||||||||||||||
H | V | J | T | Кивелнĕ кластерсем IWX |
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |