Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тĕмен (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Тĕмен (выр. Тюмень, тут. Төмән, çĕп.-тут. Цемке-тора) — Тĕмен облаçĕн тĕп хули.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Хула Анăç Çĕпĕрте, Турă шывĕ çинче вырнаçнă. Мускава çитме 2144 çухрăм. Çĕр лаптăкĕ 235 çм². Кунта Çĕпĕрвитĕр магистралĕн чукун çул çыххи, юханшыв порчĕ, тĕнче аэропорчĕ — «Рощино», вырăнти — «Плеханово» пур.

Климат

тӳрлет

Климачĕ континенталлă, пĕрмай хăвăрт улшăнуллă çанталăк. Вăтам температура кăрлачра −17 °С (чи сивви −49 °С). Вăтам температура утăра +18 °С, чи шăрăххи +38 °С.

Истори

тӳрлет

1586 çулхи утă, 29 Чимги-Тура (Чинги-Тура) карманĕ патĕнче, Фёдор Иванович патша хушнипе Тĕмен сыхлавне никĕсленĕ. Ун çинчен çапла çырнă:

«Лета 7093 (1586) посланы воеводы с Москвы Василие Борисов Сукин, да Иван Мясной, да письменный голова Данило Чулков с тремя сты человек, поставиша град Тюмень июля в 29 день, еже Чимги слых…»

Карман валли анлă сăмсаха суйласа илнĕ, анăç енчен — çырмасем, Тĕмен шывĕ, тухăç енче — Турă шывĕ.

Тĕмен Вăтам Азирен Атăлçине пыракан авалхи караван çулĕ çинче ларать. Вăл çулăн пайне «Тĕмен туртăмĕ» тенĕ, уншăн Кăнтăр Çĕпĕрти куçса çӳрекенсем пĕр-пĕринпе ĕмĕр-ĕмĕрĕпе кĕрешнĕ. Шыв çулĕсемпе Тĕмен хули Аякри Çурçĕр тата Инçе Тухăç çĕрĕсемпе çыхăнать. Малтан хулара хĕсмет çыннисем пурăнннă: боярсем, стрелецсем, казаксем. Кунтах 1605 çулта Çĕпĕрти пĕрремĕш Ям слободине никĕсленĕ.

XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Тĕмен Раççей Çĕпĕрĕн Китайпа сутă-илӳ тумалли çыхăнăвĕн çыххи пулса тăнă. Хула хăй йышăннă çĕр лаптăкне анлăлатнă. Тимĕрçĕ ĕçĕ, чансем шăратас, сăран промыçлĕ ĕçĕ хăвăрт аталана тытăннă. XIX ĕмĕрте хулан аталану ярăмĕ пуçланать. Çак вырăнтан материк варрине пĕрремĕш çĕруçакансем тухса кайнă, Çĕпĕрти пĕрремĕш пăрахутсем кунтан шыва тухнă, Тĕменре пĕрремĕш православи храмĕсем уçăлнă, чукун çул, шыв пăрăхĕсем хунă, телеграфа ĕçе кĕртнĕ. Паянкунхи Тĕмен — пысăк промыçлă тĕпĕ, тĕпчев, культура тата спорт хули. Юлашки çулсенче хула питĕ хытă улшăнса кайнă. Çĕнĕ микрорайонсем, автомобиль çулĕсем, кĕперсем тунă, урамсене сарлăлатнă.

Каçăсем

тӳрлет