Астрал планĕ
Астра́л планĕ (грек αστέρι [астери] — «çăлтăр»), çаплах астрал, астрал тĕнчи, çӳхе тĕнче — оккультизмри, эзотерикăри, философири ăнлав, тĕлĕк курнине ăнлантарма хăнăхтарăвĕ енчен каласан, материаллă пурнăçран уйрăммăн тĕнчен (çутçанталăкăн) калăпăшĕ (сийĕ).
Астрал терминĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Астрал» ăнлав Çĕнĕ ăру (Нью-эйдж) шухăш-ĕмĕчĕсенче тĕл пулать, çак термина çаплах ĕлĕк алхимире усă курнă. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче — XX ĕмĕрĕн пуçламĕшĕнче термин Теософи пĕлĕвĕпе халăх тăнне кĕрет, унăн уйрăмлăхĕсене Анни Безант тата Чарльз Ледбитер, каярах Алиса Бейли аслăлатнă.
Астрал планĕ тата астрал хăнăхтарăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Интерпретацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕр енчен, астрал планĕ — Декарт дуализмне анлăлатнă пек пулать, унта çутçанталăкри тĕнче шухăш-ăстăн тĕнчинчен уйрăм шутланать. Дуалилистика позицине нейробиологсем, çаплах ăстăна тĕпчекен чылай философ хыçала хăварнă.
Эманационизм тата эзотерика перспективинче (кусем физикализм парадигмине йышăнмаççĕ), метафизика тата онтологи енчен астрал планне çутçанталăкран маларах пулнă тата ăна пуçарса яракан чăннипех тĕрĕс çут тĕнче пулать.
Популярлă культурăра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Астрал» ăнлавĕ революциченхи вырăс литературинче сиксе тухать, унта ăна чун теççĕ, вăл материаллă кĕлеткен оппозицийĕ пулать[1].
Çак термина фэнтези романĕсенче тата рольсемпе вылянă чухне тĕл пулма пулать. Тĕслĕхрен, «Dungeons & Dragons» кĕнекере астрал планĕ темиçе хутлă çут тĕнчен пĕр планĕ шутланать. Çак планра пурнакан уйрăм существа пур, унăн энергипе усă курса ылханнисем пур. Астрал — «Астрал» фильмĕсен серийĕнче пулнисен тĕп вырăнĕ (акăл. Insidious — каварлă, вăрттăн).
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Библин Екклесиаст кĕнекин юлашки, 12-мĕш пайĕнче, çапла çырнă:
Кĕмĕл сăнчăр татăлса кайиччен (хăшпĕр çĕрте "кĕмĕл кантра" - авт.асăр.) , тата ылтăн çыххи татăлса кайиччен, тата çăлкуç патĕнче чӳлмĕк ванса кайиччен, çăл кустăрми йăтăнса аниччен.
Вара унăн вилли, мĕнле пулнă çаплах, çĕре таврăнчĕ; чунĕ хăйне чун панă Турă патне хăпарчĕ
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Маслов А. Н.. «Музей восковых фигур», 1914.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ăслăхрисем
- Филонов С. В. Книги с небес высшей чистоты и культурное пространство даосских астральных путешествий // Религиоведение. — 2004. — № 1.
- оккультлисем
- Брюс Р. Астральная динамика: теория и практика внетелесного опыта / Роберт Брюс.
- Вебстер Р. Астральные путешествия для начинающих / Ричард Вебстер.
- Видимые и невидимые миры // Гендель М.. Мистерии Розенкрейцеров / Макс Гендель. — 1911. — Гл. III.
- Ледбитер Ч. У. Астральный план, 1895. / Перевод А. В. Трояновского, 1908; перевод К. А. Зайцева, 2002.
- Монро Р. А. Путешествия вне тела / Роберт Аллен Монро.
- Монро Р. А. Далекие путешествия / Роберт Аллен Монро.
- Монро Р. А. Окончательное путешествие / Роберт Аллен Монро.
- Радуга М. Фаза. Взламывая иллюзию реальности / Михаил Радуга.
- Пауэлл А. Е. Астральное тело и другие астральные феномены / Артур Е. Пауэлл.
- Штейнер Р. Теософия: Введение в сверхчувственное знание мира и назначение человека / Рудольф Штейнер. — Лондон: Rudolf Steiner Press, 1904, 1970.
- Adams G., Adams M. Occult Science — An Outline. Trans / George and Mary Adams. — London: Rudolf Steiner Press, 1909, 1969.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ресурс, посвященный астральной проекции. Видео и книги. 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Прагматичный взгляд на феномен астральных путешествий 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.