Хими
Хими (арап. کيمياء сăмахран пуль теççĕ), — çутçанталăк çинчен вĕрентекен чи анлă, чи пĕлтерĕшлĕ ăславсенчен пĕри; хими элеменчĕсем тата вĕсен çыхăнăвĕсемпе тытăмĕ пирки, япалалăхсем хими реакцийĕсенче улшăнса теприне куçни тата çавăн чухне епле саккунсемпе йĕркевсем палăрни çинчен вĕрентекен ăслăх. Мĕнпур япалалăхсем атомсенчен тăраççĕ те лешсенчен, химилле çыхăнусем пуррине кура, молекулăсем майлашăнаççĕ. Хими вара çав молекула-атом шайĕнчи ыйтусене пăхса тухать. Урăхла каласан, хими элеменчĕсемпе вĕсен пĕрлешĕвĕсен шайĕнчине. Хими физикăпа, биологипе тачă çыхăннă, вĕсен хушшинчи чикĕсем те пĕлтерешлех мар тата малсăлтавлă[1]. Чикĕре тăракан ыйтусене квантлă хими, химилле физика, физикăлла хими, геохими, биохими тата ытти ăславсем пăхса тухаççĕ.
Хими историйĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хими ăславĕн палăрăмĕсем этемлĕх пуçланнăранпах пур.
Алхими
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăн-чăн ăслав шайĕнчи хими
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хими чăн-чăн ăслав пек XVI—XVII ĕмĕрсенче йĕркеленсе çитнĕ. Анчах та, химире, физикăпа танлаштарсан, шутлавла меслетсем çукраххине кура, ун çине кăшт урăхларах куçпа пăхни пулнă. 1661-мĕш çулта Роберт Бойль «Химик-скептик» ĕç пичетлесе кăларать.
М. В. Ломоносов «Математикăлла хими элеменчĕсем» (1741) ĕçĕнче химие темĕнле ăнланма çук "ÿнер" пек мар, шăп та шай ăслав пек курать[2].
Уйрăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп ăнлавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Элементарлă пĕрчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Элементарлă пĕрчĕ — нуклонсар масштабĕнчи микрообъектсене пĕрлештерсе тăракан пĕтĕмĕшле термин; вĕсене кулленхи ĕçлевлĕхре татах та пĕчĕкрех объектсем çине пайлама май çук[3].
Атом
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А́том (ав.гр. ἄτομος «пайланми»[4]) — микроскопла пĕчĕк талккăшлă тата массăллă объект, химилле элементăн чи пĕчĕк пайĕ, япалалăхăн палăрăмĕсене упраканскер[5].
Молекула
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Япалалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Япалалăх, химире пăхса тухакан тĕп ăнлавсенчен пĕри (chemical substance) — атомсенчен тăракан япалалăха пĕлтерет; енчен те атомсем çук пулсан (калăпăр, плазма е çăлтăрсен япалалăхĕ), унашкал япалалăх химире пăхса тухакакннисен йышне кĕмест[6].
Ион
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ио́н (ав.гр. ἰόν «пыраканни») — япалаллăхăн, атомран е молекулăран, лешсем электрон йышăнсан е çухатсан пулакан, электро капламлă пĕрчи. Плюслă-тăк — катион, минуслă-тăк — анион.
Кунашкал пĕрчĕсем кирек мĕнле агрегатлă тăрăмри япалалăхра та пулма пултараççĕ, сăмахран, газсенче, шĕвексенче (ирĕлчĕксенче, шăраннă металсенче), кристалсенче, плазмăра.
«Ион» текен термина пурнăçа чăн малтан 1834-мĕш çулта Майкл Фарадей кĕртнĕ.
Радикал
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ирĕклĕ радикалсем — химире: хăйсен тулашри электронлă йăлхахĕнче пĕрре е темиçе мăшăрсăр электрон пур пĕрчĕсем (молекулăсем)[7].
Кунашкал пĕрчĕсемлĕ япалалăхсем хытă, шĕвек тата газ евĕр пулма пултараççĕ, питĕ сахал (секкундран та сахалрах) е нумай вăхăт (темиçе çул) пурăнаçççĕ. Нейтраллĕ радикалсемсĕр пуçне ион-радикалсем пур. Ирĕклĕ радикалсен парамагнитлă палăрăмсем пур тата вĕсен химилле реакцие кĕрес пултарулăхĕ пысăк[8].
Химилле çыхăну
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Химилле çыхăну — атомсен хушшини сыхăну, молекуласен тата кристалсен тăн-тăнлăхне тивĕçтерекенскер. Вăл атом нуклонсарĕнчи электро капламлă пĕрчĕсем тата электронсем хушшинчи вăйăмран килет. Паянхи кун унашкал пулăмсене квантлă механика пулăшнипе ăнлантараççĕ[9].
Периодла саккун
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Периодла саккун — çутçанталăкăн никĕсле саккунĕ. Ăна Д. И. Менделеев 1869-мĕш çулта уçнă; саккун химилле элементсен палăрăмĕсене вĕсен атомла массисемпе çыхăнтарать.
Химилле реакци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Химилле реакци — пĕрре е темиçе химилле япалалăх, пĕр-пĕринпе хутшăнса (контакта кĕрсе), урăх япалалăхсене çаврăнни; кун пек чухне атомсен нуклонсарĕсем улшăнмаççĕ, çав вăхăтрах электронсемпе нуклонсарсем тепĕр хут валеçĕнеççĕ. Нуклонсар реакцийĕсемпе танлаштарсан, химилле реакцисенче атомсен нуклонсарĕсен пĕтĕмĕшле йышĕ тата химилле элементсен изотопла тытăмĕ улшăнмаççĕ.
Химилле реакцие хутшăнакан япалалăхсене реагентсем теççĕ.
Химилле реакци тĕслĕхĕ — шывамăш йӳçамăшĕнче çунать те шыв пулать:
Номенклатура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Химилле номенклату́ра — химилле япалалăхсен тата вĕсен ушкăнĕсемпе тĕсĕсен хăйсене тивĕçлĕ (индивидуаллă) харпăр ячĕсен йышĕ, çавăн пекех вăл ятсене майлаштармалли йĕркесемпе йĕркевсем.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Менделеев Д. И. Периодический закон: В 3 т. на сайте Руниверс
- Некрасов Б. В. Основы общей химии, т. 1. — М.: «Химия», 1973
- Химическая энциклопедия, п. ред. Кнунянц И. Л., т. 5. — М.: «Советская энциклопедия», 1988
- Химия: Справ. изд./ В. Шретер, К.-Х. Лаутеншлегер, Х. Бибрак и др.: Пер. с нем. — М.: Химия, 1989
- Джон Мур. Химия для чайников. — М.: «Диалектика», 2011. — ISBN 978-5-8459-1773-7
- Н. Л. Глинка. Общая химия. — М.: Интеграл-Пресс, 2008. — ISBN 5-89602-017-1
- Джуа М. История химии. — М.: Мир, 1966.
- Дубинская А. М., Призмент Э. Л. Химические энциклопедии, в кн.: Химический энциклопедический словарь. — М., 1983
- Потапов В. М., Кочетова Э. К. Химическая информация. Где и как искать химику нужные сведения. — М., 1988
- Кузнецов В. И. Общая химия: тенденции развития. М.: Высшая школа, 1989.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Философия науки под ред. А. И. Липкина М.: Эксмо, 2007
- ^ Михаил Васильевич Ломоносов. Избранные произведения. В двух томах. Т. 1. Естественные науки и философия. — М.: Наука. 1986
- ^ Ферми Э. Лекции по атомной физике // М: ИЛ, 1952. — С. 9.
- ^ Большой энциклопедический словарь. Физика / Гл. ред. А. М. Прохоров. — М.: Большая Российская энциклопедия, 1998. — С. 36. — 944 с. — ISBN 5-85270-306-0.
- ^ Ельяшевич М. А. Атом // Большая Советская Энциклопедия. 3-е изд. / Гл. ред. А. М. Прохоров. — М.: Советская энциклопедия, 1970. — Т. 2. Ангола — Барзас. — С. 389—394.
- ^ Зоркий П. М. Критический взгляд на основные понятия химии.
- ^ Ирĕклĕ радикалсем 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Химическая энциклопедия, 1995, с. 154.
- ^ Химическая энциклопедия / Редкол.: Зефиров Н.С. и др.. — М.: Большая Российская энциклопедия, 1998. — Т. 5. — 783 с. — ISBN 5-85270-310-9.
Ăслăх тĕлĕшĕсем |
|
---|---|
Ăслăх пĕлĕвĕ |
Шаблон:Хими уйрăмĕсем Шаблон:Çутçанталăк пĕлĕвĕн облаçĕсем
Ку ăслăх пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
[[Категори:ăслăх пирки вĕçлемен статьясем]]