Контент патне куҫ

Анăç фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Анăç фрончĕ пăхăр.
Анăç фрончĕ
АФ
Пулнă çулсем çĕртме, 22 1941ака, 24, 1944
Патшалăх Анăç фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи) СССР
Пăхăну Çарпуçĕ
Тĕс фронт
Функци хӳтĕлев
Йышĕ пĕрлешĕнӳ
Вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Командирсем
Хальхи командир Çарпуçĕ пăхăр
Паллă командирсем Д. Г. Павлов

Анăç фро́нчĕ — РККА Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи операцилле пĕрлешĕнĕвĕ.

Анăç фронтне Беларуç вăрçă тăрăхĕн çарĕсенчен туса хунă.
Çарпуçĕ — Д. Г. Павлов çар генералĕ — 1941 çулхи çĕртмен 30-мĕшчен,
штаб пуçлăхĕ — генерал-майор В. Е. Климовских — 1941 çулхи çĕртмен 30-мĕшчен,
артиллери пуçлăхĕ — генерал-лейтенант Н. А. Клич,
фронтăн СÇВ çарпуçĕ — генерал-майор И. И. Копец,
Вăрçă канашĕн канашĕн пайташĕ — корпус комиссарĕ А. Я. Фоминых — 1941 çулхи утăн 3-мĕшчен.

22 июня 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшчен Анăç фронт хăйĕн йышĕнче тăваттă çар тытнă:

Пурĕпе фронт шутĕнче 45 дивизи (24 перевçĕ, 12 танк, 6 моторланă, 2 кавалери; 4-мĕш сывлăш-десант корпусне тулли шутлă дивизи шайĕнче).

Анăç тăрăхне хирĕç тăшман хăйĕн чи хăватлă çар чăмăрне — Ф. фон Бок (генерал-фельдмаршалăн «Центр» çарĕсен группине тăратнă. Унăн йышĕнче 4-мĕш тата 9-мĕш хирти çарсем тата 2-мĕш тата 3-мĕш танк групписем; пурĕпе 50 дивизи, вĕсенчен 31 пехота, 9 танкх, 6 моторланă, 3 хурал тата 1 кавалери.

Белосток — Минск

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Белосток-Минск çăпăçăвĕнче (çĕртме, 22 — утă, 8) Анăç фрончĕн çарĕсем йывăр çухату тӳснĕ: фронтăн чылай пайне хупăрласа илнĕ те пĕтернĕ. 625 000 çын йышĕнчен 420 000 çынне çухатнă, тăшман аллине нумай вăрçă техники лекнĕ.

Тăшмана хирĕç тăрайманшăн СССР хӳтĕлев халкомĕ И. В. Сталин пĕтĕм айăпа фронт çарпуçлăхĕ çине хунă. Çĕртмен 30-мĕшĕнче фронт çарпуçне Совет Союзĕн Паттăрне, Д. Г. Павлов çар генералне çарпуçлăхран хăтарнă та утăн 4-мĕшĕнче ăна аресленĕ. Кăштах тĕпчесе пăхса тухнă хыççăн Павлова персе пăрахма йышăннă. Унпа пĕрле утăн 22-мĕшĕнче персе пăрахнă: фронт штабĕн пуçлăхĕ В. Е. Климовских генерал-майор тата фронт çыхăнăвĕн пуçлăхĕ А. Т. Григорьев генерал-майор. Фронт артиллерин пуçлăхне Н. А. Клич генерал-лейтенанта тата 14-мĕш мехкорпус командирне С. И. Оборин генерал-майора утăн 8-мĕшĕнче аресленĕ, каярахпа персе пăрахнă, 4-мĕш çарăн çарпуçне А. А. Коробков генерал-майора утăн 8-мĕшĕнче хăтарнă, тепĕр куннех ăна аресленĕ те утăн 22-мĕшĕнче персе пăрахнă.

Çĕртмен 30-мĕшĕнче фронтăн çĕнĕ çарпуçĕ вырăнне А. И. Ерёменко генерал-лейтенанта, утăн 1-мĕшĕнче штаб пуçлăхĕ пулма — Г. К. Маландин генерал-лейтенанта, утăн 3-мĕшĕнче Вăрçă канашĕн пайташĕ пулма — 1-мĕш рангри çар комиссарне Л. З. Мехлиса çирĕплетнĕ.

Утăн 2-мĕшĕнче фронт çарпуçĕ пулма СССР хӳтĕлев халкомне С. К. Тимошенко маршала (Ерёменко унăн çумĕ пулса юлнă). Çав вăхăтрах фронт шутне Иккĕмĕш Стратеги эшелонĕн çарĕсене панă.

Утăн пуçламăшĕ тĕлнелле Анăç фронтне çак çарсем кĕнĕ:

Смулен çапăçавĕн пуçламăшĕнче Анăç фрончĕ питĕ йывăр инкек тӳснĕ, анчах та çарсен тылĕнче Виççĕмĕш Стратеги эшелонĕ пулнипе (Резерв çарĕсен фрончĕ) тăшман операци ирĕкне тухайман.

1941 çулхи утăн 19-мĕшĕнче Анăç фрончĕн çарпуçĕ пулма А. И. Ерёменко генерал-лейтенанта (маршал С. К. Тимошенко Анăç тĕлĕн çарĕсен тĕп çарпуçĕ вырăнĕнче юлнă) лартнă, утăн 21-мĕшĕнче штаб пуçлăхне — В. Д. Соколовский генерал-лейтенанта, утăн 12-мĕшĕнче Вăрçă канашĕн пайташĕ пулма — Н. А. Булганина сĕннĕ. Фронт пăхăнăвне Резерв çарĕсен фрончĕ йышĕнчи операци групписене куçарнă.

Утăн 24-мĕшĕнче Анăç фрончĕн сулахай çунатĕнчи çарсенчен Центр фронтне (13-мĕш тата 21-мĕш çарсене) йĕркеленĕ, каярах (çурла, 14) Анăç фрончĕн сулахай флангĕнче Брянск фронтне туса хунă.

1941 çулхи утăн 30-мĕшĕнче Анăç фронтне ертсе пыма каллех С. К. Тимошенко маршала хушнă.

1941 çулхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне Анăç фронтне улттă çар кĕнĕ:

Авăнăн 10-мĕшĕччен Анăç фронтĕнче йывăр çапăçусем пулнă, çакăн хыççăн фронта хӳтĕленме тапăч çитнĕ.

1941 çулхи авăнăн 12-мĕшĕнче Анăç фпрнчĕн çĕнĕ çарпуçĕ пулма И. С. Конев генерал-полковника лартнă.

1941 çулхи авăнăн 12-мĕшĕнче Анăç фрончĕн çĕнĕ çарпуçĕ пулма И. С. Конев генерал-полковника лартнă.

1941 çулхи юпа пуçламăшĕ тĕлнелле, Осташковран Ельнăна çити 340 км ярăмне тытса тăнă, унăн шутĕнче улттă çар тăнă:

Юпан 2-мĕшĕнче «Центр» çарĕсен группин Анăç фрончĕн тăрăхĕнче тапăну пуçланă, фронтăн тĕп вăйĕсене Вязьма патĕнче хупăрланă. Вязьма «хуранне» Анăç фронтĕнчи виççĕ çар - 16-мĕш, 20-мĕш тата 19-мĕш (16-мĕш çарăн штабĕ хăйĕн дивизисене 19-мĕш çара панă та хупăрлана çĕртен тухнă); унсăр пуçне, Резерв фрончĕн 24-мĕш тата 32-мĕш çарĕ инкеке лекнĕ.

Юпан 5-мĕшĕнче Резерв фрончĕн 31-мĕш тата 32-мĕш çарĕсене Анăç фрончĕн штаб пăхăнăвне куçарнă.

1941 çулхи юпан 10-мĕшĕнче Анăç тата Резерв фрончĕсен çарĕсене Анăç фронтне пĕрлештернĕ (юпан 13-мĕшĕнче) çар генералĕ Г. К. Жуков; И. С. Конев генерал-полковника сылтăм флангĕнчи çумĕ пулма хăварнă (1941 çулхи юпан 19-мĕшĕнче вăл хăй тĕллĕ Калинин фрончĕн (22-мĕш, 29-мĕш, 30-мĕш тата 31-мĕш çарсем) çарпуçĕ пулса тăнă).

Анăç фронтĕнчи Вăрçă канашĕн пайташĕ Н. А. Булганин юлнă, штаб пуçлăхĕ — генерал-лейтенант В. Д. Соколовский.

Юпан 12-мĕшĕнче Анăç фронтне Мускав Резерв фрончĕн çарĕсене панă (фронт çарпуçĕ генерал-лейтенант П. А. Артемьев Анăç фрончĕн çарпуçĕн çумĕ пулса тăнă, генерал-майор Л. А. Говоров — Анăç фрончĕн артиллери пуçлăхĕ пулса тăнă).

Можай хӳтĕлев касĕнче Анăç фрончĕн çарĕсем позицисене йышăннă:

1941 çулхи чӳкĕн 11-мĕшĕнче Брянск фронтне салатнă хыççăн Анăç фронтне 50-мĕш çара (генерал-майор А. Н. Ермакова) куçарнă.

1941 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче нимĕçсен «Центр» сарĕсен группи Мускав çинелле тапăнăва пуçланă. Мускав çапăçăвĕн хӳтĕленӳ этапĕнче Анăç фронтне 1-мĕш Тапăну тата 20-мĕш çарĕсене панă, вĕсем 30-мĕш (чӳкĕн 17-мĕшĕнче Анăç фронтне куçарнă) тата 16-мĕш çарĕсем хушшинчи татăлăва хупласа тăнă.

Нимĕçсен тапăнăвĕ Мускавăн хапхи умĕнче чыхланса ларнă, 1941 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче Анăç фрончĕ Калинин тата Кăнтăр-Анăç фрончĕсем хирĕçле тапăнăва пуçланă:

Совет контртапăнăвĕ хыççăн нимĕçсен «Центр» çарĕсен группи йывăр инкеке лекнĕ, вĕсене Мускав патĕнчен хăваласа янă.

1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче Анăç фрончĕ тапăнăва малалла тăснă, унăн тĕллевĕ - Калинин тата Брянск фрончĕсемпе пĕрле ĕçлесе нимĕçсен «Центр» çарĕсен группин тĕп вăйĕсене хупăрласа илсе аркатмалла.

Анăç фрончĕн çарпуçĕ çар генералĕ Г. К. Жуков пулнă. Кăрлачăн 25-мешĕнче штаб пуçлăхĕ пулма В. С. Голушкевич генерал-майора лартнă.

Фронтсен ĕçлевне координацисе пыма 1942 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче тепĕр хутчен Анăç тĕлĕн тĕп çарпуçлăхне (ăна ертсе пыма Г. К. Жуков çар генералне хушнă, вăлах Анăç фрончĕн çарпуçĕ вырăнĕнче юлнă) туса хунă.

Çапах та 1942 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче—акан 20-мĕшĕнче иртернĕ Ржев-Вязьма операцине ăнăçу пулман.

1942 çулăн тăршшипе тата 1943 çулăн хĕллинче Анăç фрончĕ центр стратеги тĕлĕнче ((Пĕрремĕш Ржев-Сычёв операцийĕ; Иккĕмĕш Ржев-Сычёв операцийĕ)) йывăр çапăçусене иртернĕ, анчах та курăнмалла ăнăçусене тăвайман.

1942 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче Анăç фронтне И. С. Конев генерал-полковника лартнă, штаб пуçлăхĕ - генерал-лейтенант В. Д. Соколовский (1942 çулхи çăвăн 5-мĕшĕнченпе).

Анăç фрончĕ йышĕ 1942 çулхи çулла/кĕркунне:

1943—1944 çулсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1943 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Анăç фрончĕ çĕнĕ тапăну пуçланă — çапла унăн совет çарĕсене нимĕçсен «Центр» çарĕсен группине аркатма пулăшмалла пулнă, анчах та пурнăçа кĕртеймен, нарăсăн 28-мĕшĕнче Конева В. Д. Соколовский генерал-полковник улăштарнă. Штаб пуçлăхĕ пулма А. П. Покровскийгенерал-лейтенанта çирĕплетнĕ.

Анăç фрончĕн йышĕ, 1942/43 çулхи хĕллехи компанийĕ:

Совет çарĕсем пĕрмай хастар ĕçленине пула «Центр» çарĕсен группи 1943 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче ржев-вязьма плацдармĕнчи çарĕсене чакарма тытăннă. Совет çарĕсем таракан тăшмана хăвалама тытăнаççĕ (Иккĕмĕш Ржев-Вязьма операцийĕ), 1943 çулхи пушăн 31-мĕшĕ тĕлне ржев мăкăрăлчăкне пĕтернĕ.

Курск çапăçăвĕ вăхăтĕнче Анăç тата Брянск фрончĕсем 1943 çулхи утăн 12-мĕшĕнче Курск пĕкин çурçĕр фасĕнче («Кутузов» Орёл стратеги тапăну операцийĕ) хирĕçтапăнăва пуçлаççĕ. Тĕп тапăнăвне 11-мĕш гварди çарĕ (унчен 16-мĕш çар; генерал-лейтенант И. Х. Баграмян) Козельск районĕнчен пуçлать, пулăшу тапăнăвне — 50-мĕш çар (И. В. Болдин) тăвать. Утăн 12-мĕшĕнче Анăç фронтне 11-мĕш çарне (И. И. Федюнинский) панă, утăн 18-мĕшĕнче — 4-мĕш танк çарĕпе (В. М. Баданов) 2-мĕш гварди кавалери корпусне (В. В. Крюков) панă.

1943 çули утăн вĕçĕнче Анăç фрончĕ йышĕнчен Брянск фронтне ярăмсемпе пĕрле 11-мĕш гварди çарне, 11-мĕш çара, 4-мĕш танк çарне тата 2-мĕш гварди корпусне куçарнă. Анăç фрончĕ çине Смулен операцине (1943 çулхи çурлан 7-мĕшĕ —юпан 2-мĕшĕ; «Суворов» операцийĕ) иртерме тивлет хунă, çаплах ăна 21-мĕш тата 68-мĕш çарĕсемпе, 5-мĕш мехкорпусĕпе тата 3-мĕш гварди кавалери корпусĕпе вăйлатнă.

Анăç фрончĕн йышĕ 1943 çулхи кĕркунне:

Смулене тăшманран ирĕке каларсан 1943 çулхи кĕркуннеренпе 1944 çулхи çурннеччен Анăç фрончĕ Витебскпа Орша илес тесе ăнăçсăр темиçе тапăну операципе (Орша тата Витебск операцисем) хăтланнă. Г. М. Маленков председатель ертсе пынă комисси, АТÇ Ставки тапăчĕпе, 11 операцине ăнăçсăр тунине кăтартнă:

  • 1943 çулхи юпан 12-19-мĕшĕсенчи Орша операцийĕ
  • 1943 çулхи юпан 21-26-мĕшĕсенчи Орша операцийĕ.
  • 1943 çулхи чӳкĕн 14-19-мĕшĕсенчи 1943 Орша операцийĕ
  • 1943 çулхи чӳкĕн 30-мĕшĕ—раштавăн 2-мĕшĕсенчи Орша операцийĕ
  • 1943 çулхи раштавăн — 1944 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕсенчи Витебск операцийĕ
  • 1944 çулхи кăрлачăн 8-16-мĕшĕсенчи Богушевск операцийĕ
  • 1944 çулхи нарăсăн 3-16-мĕшĕсенчи Витебск операцийĕ
  • 1944 çулхи нарăсăн 22-25-мĕшĕсенчи Орша тĕлĕнчи пайăр операци
  • 1944 çулхи нарăсăн 29-мĕшĕ—пушăн 5-мĕшĕсенчи Витебск операцийĕ.
  • 1944 çулхи пушăн 5-9-мĕшĕсенчи Орша операцийĕ
  • 1944 çулхи пушăн 21-29-мĕшĕсенчи Богушевск операцийĕ

1944 çулхи акан 15-мĕшĕнче фронт çарпуçĕ вырăнĕнче В. Д. Соколовские И. Д. Черняховский генерал-полковник улăштарнă.

1944 çулхи акан 24-мĕшĕнче фронта Виççĕмĕш Беларуç фрончĕ ята куçарнă.

Беларуç стратеги тапăну операцине хатĕрленме тытăннă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]