Контент патне куҫ

Орсе музейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
18:14, 23 Ҫурла уйӑхӗн 2021 вӑхӑтри верси InternetArchiveBot (Сӳтсе яв | хушни) (Rescuing 2 sources and tagging 0 as dead.) #IABot (v2.0.8)
(танл.) ← Унчченхи верси | Хальхи верси (танл.) | Тепӗр верси → (танл.)

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Орсе музейĕ
Musée d’Orsay
Orsay3.jpg
Никĕсленĕ 1986
Вырнаçнă 62 rue de Lille 75007, Парис
http://www.musee-orsay.fr/
Викиампар логотĕсĕ Орсе музейĕ Викиампарта


Орсе́ е Орсэ, Орсе музейĕ е музей д’Орсе (фр. Musée d’Orsay) — Сенăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă Парисăн VII тăрăхĕнчи çырав тата хушма ӳнер музейĕ, 1848—1914 çулсем тапхăрĕн тĕнчери франци ӳнер çыравĕпе скульптурин пуххи. Коллекцие импрессионистсемпе постимпрессионистсен ĕçĕсем никĕслеççĕ. Музей ĕçесен пухăвĕнче декор ӳнерĕн ĕçĕсем, фотографисемпе архитектура япалисем чылай.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Музей куравĕсем виçĕ шайра, ӳнер пур тĕсĕсемпе (ӳнер çыравĕ, скульптура, архитектура, сĕтел-пукан, кино, фотографи, мусăк, оперăна ӳнер хайлани), хронологи йĕркипе вырнаçнă. Орсе музейĕ, çапла, Луврпа Жорж Помпиду Тĕпĕн хальхи ӳнер музейĕ хушшинчи вырăна йышăнать.

Орсе музейĕнче спектакльсемпе концертсем иртеççĕ. Çаплах кунта çулсерен кино çуралу фестивалĕ иртет. Килсе куракансем, уйрăмах вăхăтлă куравсемпе çыхăннă конференцисене тата çавра сĕтелсене пĕрмаях хушанма пултараççĕ.

Орсе музейĕ çав ятлă малтан чукун çул вокзалăн пулнă çуртĕнче тата çумĕнчи хăна çуртĕнче, Парисăн варринче Сена юханшывăн сулахай çыранĕнче, Лувртан шыв урлă, вырнаçнă. Вокзала проектлаканĕ — архитектор Виктор Лалу, ăна 1900 çулхи çавăн 28-мĕшĕнче хута янă. Вăл тĕнчери пĕрремĕш электрифициленĕ вокзал шутланать. Орсе ПарисОрлеан тĕлĕн куçăм йĕрне йĕркелесе тăнă. Анчах та 1939 çултанпа пуйăссем çак вокзалтан пачах тенĕ пекех куçма пăрахаççĕ.

1971 çулта çурта пăсса хума йышăнаççĕ. Ăраскала пула, çак инкек çумпа иртсе каять.Жорж Помпиду президент ĕç вырăнĕнче пулна чухне вокзал çуртĕнчен музей тума йышăнаççĕ. 1978 çулта çурт-йĕр истори палăкĕ статуса тивĕçет. Помпиду тăхăмĕн, Жискар д'Эстенĕн тапхăрĕнче вокзала реконструкцилесе музей тума тытăнаççĕ. Ĕçсем 1980 çулта тапранаççĕ, 1986 çулта кунта итали архитекторĕ Гае Ауленти хайланă музее уçаççĕ.

Музей экспозицийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халĕ Орсе залĕсенче çак ăста ӳнерçĕсен ĕçĕсене курма пулать: