Контент патне куҫ

Туй

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Туй (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Н. Пимоненко. «Киев кĕпернинчи туй», 1891
Тайвань туйĕ

Туй — пĕр-пĕрне савакан хĕрпе каччă пĕрлешнĕ, çемйе йăваланă май ирттернĕ ĕçкĕ-çикĕ йăли[1].

Этимологи

выр. свадьба, сватьба; укр. свадьба, свайба; бел. свадзьба; ав.-выр. и чирк.-слав. сватьба; пăлх. сватба; серб-хорв. свадба; словен. svâdba; чех и словак. svadba; чех svatba; пол. swaćba, swadźba; ан.-луж. swadźba, swaźba[2].

Чăваш туйĕ

Халăх йăлин тĕслĕхĕсем

Халăхра çемьен пурнăçĕ çамрăксен хăш уйăхра мăшăрланнинчен килет тенĕ. Кăрлачра мăшăрланнă çемьере арăмĕ ир тăлăха юлма пултарать тенĕ. Авал хăш-пĕр халăхсем январьте пачах туй туман.

Нарăс. Чылай чух шăпах çак уйăхра тума тăрăшнă. Ун пек çемьере яланах килĕшӳ пулать тенĕ.

Пуш уйăхĕнче мăшăрланнă çемьен хăйĕн килĕ пулмасть тенĕ.

Ака уйăхĕнче чăмăртаннă мăшăрăн телейĕ улшăнса тăракан çанталăк пек тĕрлĕрен пулать тенĕ.

Çу уйăхĕнчи çемьере çын хăйĕн мăшăрне улталаканскер пулать тенĕ.

Çĕртме уйăхĕнче тĕвĕленнĕ çемье ĕмĕр тăршшĕпех телейлĕ, татуллă пулать тенĕ.
Утă уйăхĕнче ăшăрланнă çемье ĕмĕр тăршшĕпех чунра тунсăхлă аса илӳсемпе пурăнать тенĕ.
Çурлари çемьере арçын шанчăклă, ырă кăмăллă çын пулать тенĕ.
Авăнра чăмăртаннă мăшăр кун-çулне лăпкă, канлĕ пурнăçпа пурăнса ирттерет тенĕ.
Юпа уйăхĕнчи çемьене пурнăçра йывăр, йӳçĕк самантсем кĕтеççĕ.
Чӳкре мăшăрланнă çемье пуян, тулăх пурнăçпа пурăнать.
Раштаври çемьере яланах юрату хуçаланать.

Асăрхавсем

  1. ^ Свадьба // Большой Энциклопедический словарь
  2. ^ Фасмер, 1987, с. 568–569

Вуламалли

Каçăсем