Халăхсен Аслă Хускалăвĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Курӑнакан калӑплав
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Movses-bot (Сӳтсе яв | хушни) п r2.6.2) (робот улăштарчĕ: vi:Giai đoạn Di cư |
п r2.7.1) (робот хушрĕ: stq:Foulkewonderenge |
||
78-мĕш йĕрке: | 78-мĕш йĕрке: | ||
[[sl:Preseljevanje ljudstev]] |
[[sl:Preseljevanje ljudstev]] |
||
[[sr:Велика сеоба народа]] |
[[sr:Велика сеоба народа]] |
||
[[stq:Foulkewonderenge]] |
|||
[[sv:Folkvandringstiden]] |
[[sv:Folkvandringstiden]] |
||
[[th:สมัยการโยกย้ายถิ่นฐานในยุโรป]] |
[[th:สมัยการโยกย้ายถิ่นฐานในยุโรป]] |
12:13, 28 Юпа уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси
Халăхсен аслă хускалăвĕ, — IV—VII ĕмĕрсенче Европăра пулса иртнĕ халăхсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçнине сăнлакан истори тапхăрĕ.
Пулăмсен вăхăчĕсем
- 375 çул. Хĕвелтухăç енчен Европăна хунсемпе алансем вĕçтерсе килсе кĕнĕ, Балтипе Хура тинĕс хушшинче вырнаçнă остготсен патшалăхне çĕмĕрсе тухнă.
- 400 çул. Анат франксем хальхи Нидерланд çĕрĕсем (кунта батавсемпе фризсем куçнă) çине куçма пуçланă. Вăл вăхăтра çав çĕрсем Рима пăхăнса тăнă пулнă.
- 402 çул. Вестгонсен Аларих патши Италине хирĕç харçа тухнă, анчах та Рим çарĕ ăна çапса çĕмĕрнĕ.
- 406 çул. Франксене вандалсемпе алемансем тата алансем Рейн тăрăхĕнчен хăваласа янă. Франксем Рейн шывĕн сулахай çыранĕнчи çурçĕр çĕрĕсем çине куçаççĕ, кăнтăр енчи çыранне алеменсем йышăнаççĕ.
- 409 çул. Вандалсемпе алансем тата свевсем Испанине килсе кĕнĕ.
- 410 çул. Аларих ертсе пыракан вестготсен çарĕ Рима туртса илсе çаратнă.
- 415 çул. 409 çулта Испани çĕрне куçса килнĕ алансемпе вандалсене тата свевсене вестготсем хăваласа янă, хăйсем вăл вырăна куçнă.
- 445 çул. Аттил хунсен ĕмпĕвĕ пулса тăрать.
- 449 çул. Британине англсем, сакссем тата ютсем тытса илнĕ.
- 450 çул. Даки (хальхи Румыни çĕрĕ) урлă халăхсем куçни: хунсемпе гепидсем (450), аварсем (455), славянсемпе пăлхарсем (680), венгрсем (830), печенегсем (900), кумансем (1050).
- 451 çул. Галлинче вырнаçнă Каталаун уйĕнче хунсемпе римлянсем хушшинче çапăçу пулса иртнĕ. Римлянсене майлă I-мĕш Теодорих ертсе пыракан вестготсем çапăçаççĕ. Римлянсене — Флавий Аэций, хунсене — Аттил ертсе пынă. Хунсем çапăçура выляса янă хыççăн Рейнăн епĕр енне куçнă.
- 452 çул. Хунсем Италин çурçĕр çĕрĕсене çаратса тухнă. Аслă Лев Рим Паппи хунсене каллех вăйпа чарать, Рима çаратасран сыхласа хăварать.
- 453 çул. Остготсем хальхи Венгри çĕрĕсем çинче вырнаçнă Паннони çине пурăнма куçнă.
- 454 çул. Вандалсем Мальтăна тытса илнĕ. 494 çултанпа унта остготсем хуçаланма пуçланă.
- 458 çул. Вандалсем Сардинине тытса илнĕ, унта 533 çулччен хуçаланнă.
- 476 çул. Одоакр герман çарпуçĕ юлашки Рим император астулне тытса илет. Ромул Августул император çула та çитме ĕлкереймен ун чухне. Çак çул Анăç Рим империйĕ пĕтнĕ кун шутланать.
- 486 год. Франксен I-мĕш Хлодвиг патши Галлинчи юлашки ертĕçине, Сиагрия, çапса çĕмĕрет. Çак çулах Франксен патшалăхĕ йеркеленет. 508 çулта Хлодвиг Парижа патшалăхăн тĕп хули туса хурать.
- 500 çул. Баварсем (баюварсемпе маркомансем) Богеминчен (хальхи Чехи çĕрĕнче вырнаçнă) Баварине куçса килеççĕ. Славян йăхĕсем Тухăç Рим империне кĕрекен Танай провинцийĕн çĕрĕсем çине çитеççĕ. Лангобардсем Танайăн анат юхăмĕнчи çĕрсене йышăнса (490 çул патнелле) Танайпа Тиса хушшинче вырнаçнă айлăма тытса илеççĕ, герулсен вăйлă патшалăхне (505) аркатаççĕ. Англинчен хăваласа янă бретонсем Бретань çĕрĕ çине куçаççĕ. Çурçĕр Ирландирен Шотландине скоттсем килсе кĕреççĕ (844 çулта вĕсем унта патшалăх йĕркелеççĕ).
- VI ĕмĕр. Славян йăхĕсем Мекленбургра пурăнма пуçлаççĕ. Паляксен мăн аслашшĕсем Анăç Галицине йышăнаççĕ.
- 541 çул. Остготсен патши Тотила пулса тăрать, 550 çулччен византсемпе вăрçă ирттерет (вăрçăпа пур Италине тенĕ пекех çĕнсе илет).
- 570 çул. Азирен килнĕ аварсем хальхи Венгрипе Анат Австри çĕрĕсем çинче патшалăх йĕркеленĕ.
- 585 çул. Вестготсем пĕтĕм Испани çĕрне хăйсене пăхăнтараççĕ.
- 600 çул. Аварсене пăхăнакан чехсемпе словаксем хальхи Моравипе Чехи çĕрĕсем çинче пурăнма пуçлаççĕ.
- VII ĕмĕр. Славянсем Эльбăран тухăçнелле вырнаçнă çĕрсене йышăнаççĕ. Хорватсемпе сербсем хальхи Боснипе Далмаци çĕрĕсем çине çитеççĕ.